Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
4 Декабрӗн 2022, 13:20

Çын пытармалли служба ĕçченĕ сĕмсĕрле ватă çыннăн 2 млн тенке яхăн укçине вăрланă

Ĕпхÿ хулинчи Свердлов урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем çÿлти хутри хваттере пула аялтисене шыв илнипе тата подъездра лайăх мар шăршă пулнипе полици участокне шăнкăравланă. Вĕсем кăмăллă мар шăршă кÿршĕре пĕччен пурăнакан ватă çыннăн хваттерĕнчен тухать тесе шутланă, мĕншĕн тесе вăл чылайранпа кĕни-тухни курăнман. Çынсем пăшăрханнипе муниципаллă служба ĕçченĕсене чĕнтернĕ. Вĕсен умĕнче пенсионер хваттерне уçнă, анчах та шалта никам та пулман. Лайăх мар шăршă нумай пухăнса кайнă çÿп-çап купинчен тухнă иккен. Хваттер хуçи вара çав вăхăтра больницăра сипленнĕ пулнă.

Çын пытармалли служба ĕçченĕ сĕмсĕрле ватă çыннăн 2 млн тенке яхăн укçине вăрланă
Çын пытармалли служба ĕçченĕ сĕмсĕрле ватă çыннăн 2 млн тенке яхăн укçине вăрланă

Кăшт вăхăт иртсен 83 çулхи пенсионер хăй полицине килсе çитнĕ, хваттертен пысăк виçепе укçа çухалнине пĕлтерсе заявлени çырнă. Ватă çын 2 миллион тенке яхăн укçа пухнă пулнă, ăна сервантра тытнă. Çак пулăмпа 9№ полици уйрăмĕн следователĕсем уголовлă ĕç пуçарнă, лару-тăрăва уçăмлатма тытăннă.

«Инкеке лекнĕ ватă çыннăн хваттерне тĕрĕсленĕ чухне хулари пĕр ритуал службин ĕçченĕ те пулнă. Çакна преступлени тунă вырăнта унăн пÿрне йĕррисем пулни çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вăл пуринчен малтан сервантра укçа чĕркенĕ хутаçа курни, никам та курман чухне хай кĕсйине илсе чикни çиеле тухнă», - пĕлтернĕ ПР ШĔМĕн пресс-службинче.

Уголовлă шырав ĕçченĕсем 30 çулхи хула çыннине тытса чарнă. Вăл хăй преступлениллĕ ĕç тунине йышăннă. Суд ăна приговор йышăниччен хупса усрама йышăннă. Айăпа кĕнĕ çын 83 çулхи пенсионера мĕнпур укçине каялла тавăрса панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Çын пытармалли служба ĕçченĕ сĕмсĕрле ватă çыннăн 2 млн тенке яхăн укçине вăрланă
Çын пытармалли служба ĕçченĕ сĕмсĕрле ватă çыннăн 2 млн тенке яхăн укçине вăрланă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: