Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
27 Кӑрлач 2023, 17:35

Пистолетпа персе вĕлерессипе хăратнă

Белорецк хулинчи районсем хушшинчи суд вырăнта пурăнакан 40 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухнă. Ăна саккуна пăсса боеприпассем упранăшăн  тата çынна вĕлерессипе хăратнăшăн айăплаççĕ.

Пистолетпа персе вĕлерессипе хăратнă
Пистолетпа персе вĕлерессипе хăратнă

Суд пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын килĕнче 20 патрон упранă. Вĕсене полици ĕçченĕсем туртса илнĕ. Çав кунхинех айăпа кĕнĕ çынпа мăшăрĕ хушшинче  хирĕçÿ сиксе тухнă. Арçын хĕрарăма хăратма шутланă: вăл аллинче суранлакан (травматический) пистолет тытнă май унран сывлăша «вĕлеретĕп» тесе пенĕ. Çав вăхăтра, арçыннăн хаяр кăмăлне шута илсен,  хĕрарăм пурнăçĕшĕн хăрушлăх сиксе тухни палăрнă.

Суд айăпа кĕнĕ çынна пĕр çулталăк та икĕ уйăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.         

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: