Малтанхи кăтартусем тăрăх, усал шухăшлă çынсем «синтетикăн» курттăм партине Ĕпхÿ хулинче туяннă, хăйсен тăван ялне илсе килнĕ. Айăпа кĕнисем вăрттăн тавара виçсе чĕркенĕ, наркотика алăран алла сутма палăртнă.
Çак кунсенче юханшыв хĕрринче канакан Дуван районĕн çыннисене тытса чарнă. Виçĕ арçын, шкул саккинченех пĕр-пĕрне пĕлнĕ, уçă сывлăшра какай ăшалама, вăхăта хаваслă ирттерме йышăннă. Анчах пикника полици ĕçченĕсем пÿлнĕ. Ятарлă операци вăхăтĕнче «Гром» спецотрядăн пайташĕсем тĕрлĕ вырăнсенче преступлениллĕ ушкăнăн çичĕ пайташне тытса чарнă. Усал шухăшлă çынсем нихăçта та ĕçлемен, тĕрлĕ çулсенче пĕр шкултан вĕренсе тухнă.
Оперативлă мероприятисем вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем 2 кг та 400 грамм синтетика наркотикĕ туртса илнĕ. Преступниксен юлташĕ курттăм партине хуняшшĕн мунчинче усранă.
Айăпа кĕнĕ çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра наркоушкăнăн пайташĕсене арестленĕ. Тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшÿллĕн преступниксем пурăнакан хваттерсене ухтарнă. Пĕтĕмĕшле саккунсăр çаврăнăшран 4 кг та 460 грамм наркотик хутăшĕ туртса илнĕ.