Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
11 Августӑн 2023, 10:40

Çемье пурнăçĕнчи хăрушă инкек

Çтерлĕ хулинчи пĕр çемьере август уйăхĕн 7-мĕшĕнче пăтăрмахлă харкашу сиксе тухнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 55 çулхи ĕнерхи çар çынни вăтăрти хĕрарăмпа пĕрле хут çыртармасăр пурăннă. Урăхла каласан гражданла мăшăрланура. Арçын алкоголь напитокĕпе ытлашши иртĕхни çамрăк хĕрарăма килĕшмен, çавна пулах чылай чухне çемьере шăв-шав çĕкленнĕ.

Çемье пурнăçĕнчи хăрушă инкек
Çемье пурнăçĕнчи хăрушă инкек

Çак синкерлĕ кун та харкашу «симĕс çĕлене» пула пуçланнă. Тĕрĕсрех каласан арçын ĕçме чарăнманран. Хаярланса çитнĕ арçын хăйĕн сунара çÿремелли «Вепрь» карабинне илнĕ те пĕрле пурăнакан хĕрарăма кăкăрĕнче пенĕ. Суран вилмеллех пулнă. Çакăн хыççăн ĕçкĕç пысăк йанăш тунине ăнланса илнĕ пулмалла, хăйĕн çине алă хунă.

Çамрăк хĕрарăмăн тăванĕсем ун патне шăнкăравланă хыççăн телефона тытакан пулма, çавăнпа та вĕсем вырăна çитме васканă. Шалтан питĕрнĕ алăка уçса кĕнĕ хыççăн куç умне хăрушă ÿкерчĕк тухса тăнă: çуртра юнпа вараланса пĕтнĕ икĕ вилĕ ÿт выртнă. Çакăн хыççăн вĕсем инкек пулса иртнĕ вырăна законлăха сыхлакансене чĕнсе илнĕ.

Пушкăртстан Республикин Следстви комитечĕн следстви управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Çтерлĕ хулинчи следстви уйрăмĕ «çынна вĕлерни» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: