Урал сасси
+15 °С
Дождь
Криминал
30 Января 2024, 06:30

Апат-çимĕç лавккинчех наркотиксем сутнă

Бирск хулинче наркополицейскисем вырăнта пурăнакан çынна тытса чарнă, вăл хăй ĕçлекен апат-çимĕç лавккинче наркотик тытăмлă хутăшсем сутнă.

Апат-çимĕç лавккинчех наркотиксем сутнăАпат-çимĕç лавккинчех наркотиксем сутнă
Апат-çимĕç лавккинчех наркотиксем сутнă

Арçын сутуçă пулса ĕçленĕ, анчах та ăна ĕç укçи çырлахтарман. Çавна кура вăл çынсене хуçалăх пÿлĕмне кĕртсе наркотиксем сутнă. Наркодилера черетлĕ суту-илÿ тунă чух тытса чарнă. Йĕрке хуралçисем арçынран тараса тата темиçе мефедрон пакетне туртса илнĕ. Ун тĕлĕшĕпе пысăк виçеллĕ наркотик сутнишĕн статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас