-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕрарăм банкран виçĕ миллиона яхăн кредит илсе суя брокера куçарса панă. Çакăн хыççăн «эксперт» çыхăнăва тухма пăрахсан, серепене лекнĕскер хăй мошенниксемпе çыхланни çинчен ăнланса илнĕ, полици уйрăмне килсе çитнĕ.
Нумаях пулмасть Пушкăртстанра çакăн евĕр тепĕр пулăм пулса иртнĕ – медицина сферинче ĕçлекен пĕр çын суя «тĕп тухтăр» çырса янине шанса 1,5 млн тенкĕ кредит илсе мошенниксене куçарса панă.
Юрий СНЕГОПАД.