Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
14 Апрелӗн , 16:15

Ултавçăсем 85 çулхи кинемее шăнман пăр çине лартса янă

Кумертау хулинче пурăнакан 85 çулхи ватă хĕрарăм ултавçăсен «сирĕн тăванăр çул çинче инкеке лекнĕ» текен схема тыткăнне лекнĕ. Укçа тăвас шухăшлă ултавçăсем хăйсене шалти ĕçсен органĕнче ĕçлекен çынсем пек кăтартса унăн хĕрĕ çул çинчи аваришĕн айăплă тесе шăнкăравласа пĕлтернĕ. Тепĕр хĕрарăм вара вăйлă суранланнă, ăна хăвăртрах операци тумалла иккен. Çавăнпа та укçа кирлĕ.

Ултавçăсем 85 çулхи кинемее шăнман пăр çине лартса янă
Ултавçăсем 85 çулхи кинемее шăнман пăр çине лартса янă

Кинемее ÿкĕте кĕртес тесе телефон урлă суя йĕрке хуралçи «хĕрĕпе» те калаçтарнă. Лешĕ чăн та пулăшу ыйтнă. Ватă çын телефонпа калаçакан çын хăйĕн хĕрĕн сасси маррине те уйăрса илнĕ, анчах çыхăнăва тухакан хĕрарăм ăна авари вăхăтĕнче хĕрĕ пырса тăрăннипе тутине çуртарса янă тесе ĕнентернĕ. Çапла майпа ватă çыннăн кăмăл-туйăмне пусарнă хыççăн кинемей курьер урлă 100 пин тенкĕ укçа парса янă.

Юлашки талăкра Пушкăртстанра пурăнакансем ултавçăсен серепине лексе пурĕ  5 млн тенкĕ çухатнă. Чи нумай çухату Нефтекамск хулинче пулса иртнĕ – 4 млн тенкĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: