Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
13 Майӑн , 17:56

Çемьеллĕ мăшăр контрафактлă сигарет сутнă

Пелепей хулинче маркăламан сигаретсем сутакан упăшкипе арăмĕ суд умне тăрĕç.

Çемьеллĕ мăшăр контрафактлă сигарет сутнă
Çемьеллĕ мăшăр контрафактлă сигарет сутнă

2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2022 çулхи август уйăхĕччен мăшăр Ĕпхÿ хулинче сутма юраман табак продукцине илсе килсе хăйсен лавккинче сутнă. Йĕрке хуралçисем ухтару вăхăтĕнче 2,9 млн тенкĕлĕх 18 пин сигарет пачки тупса туртса илнĕ.

Прокуратурăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, упăшкипе арăмĕ хăйсен айăпне йышăнман. Вĕсен табак изделийĕсене сутăн илнишĕн, турттарнишĕн,  уйрăмах пысăк виçепе сутма усранишĕн явап тытма тÿр килĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: