Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
23 Майӑн , 18:20

Пушкăртстанри полицейскисем 143 вăрттăн вырăнтан виçĕ талăк хушши наркотиксем пуçтарнă

Нефтекасмск хулинчи полицейскисем виçĕ талăк хушши шырав ĕçĕсем ирттерсе 143 вăрттăн вырăнтан (закладка) наркотиксем туртса илнĕ. Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче уйрăм батальон ĕçченĕсем, Айрат Басыров патрульпе пост службин полици лейтенанчĕ тата Эдуард Хуснутдинов сержант, Михайловка микрорайонĕнчи пĕр урамра иккĕлентерекен çамрăк çынна асăрханă. Вăл хăйĕн телефонĕпе хумханса та васкаса темле операцисем тунă, çав вăхăтрах шикленсе енчен-енне пăхкаланă.

Пушкăртстанри полицейскисем 143 вăрттăн вырăнтан виçĕ талăк хушши наркотиксем пуçтарнă
Пушкăртстанри полицейскисем 143 вăрттăн вырăнтан виçĕ талăк хушши наркотиксем пуçтарнă

Полици ĕçченĕсем ун патне пырсан вăл тата та ытларах хумханма пуçланă. Çавна пула пакунлă çынсем ăна понятойсен умĕнче тĕрĕслеме шутланă. Çапла майпа Пермь крайĕнчи 19 çулхи çамрăкăн кĕсйинче шурă порошок тултарнă 6 полиэтилен пакет тупнă. Каччăн телефонне тĕрĕслесен Нефтекамск хулинче наркотик пытарнă вырăнсен координачĕсене  ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене асăрханă. Шăпах çав вырăнсене вăл наркотиксем хурса тухма ĕлкĕрнĕ.

Раççей ШĔМĕн Нефтекамск хулинчи следстви пайĕн следователĕ Никита Букин юстици лейтенанчĕ каланă тăрăх, оперативниксем шурă порошок тултарнă 143 полиэтилен пакет туртса илнĕ. Унăн виçи пĕтĕмĕшле 120 грампа танлашнă. Экспертиза шурă порошок синтетика наркăмăшĕ пулнине çирĕплетнĕ.

Пермь крайĕнче пурăнакан çамрăк каччă хăйне валли ĕç интернет урлă тупни паллă. Хальхи вăхăтра ăна ирĕксĕр хăварнă, уголовлă ĕç пуçарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: