Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Криминал
17 Июнӗн , 16:50

Хваттер вырăнне - пысăк парăм.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Ĕпхÿ хулин управленин 7№ полици уйрăмне Благовар районĕнче пурăнакан 27 çулхи арçын пулăшу ыйтма килсе çитнĕ.

Хваттер вырăнне - пысăк парăм.
Хваттер вырăнне - пысăк парăм.

Вăл интернетри социаллă сетьре реклама пăхнă чухне кĕске вăхăтра пысăк укçа ĕçлесе илме май паракан пĕлтерÿ курнă. Гражданина çак хыпар кăсăклантарса янă, ун хыççăн унпа ултавçă инвесторсем çыхăнăва тухнă. Вĕсем арçынна 6 млн тенкĕрен çулталăкра 1 млрд тенкĕ тума май пур тесе ÿкĕте кĕртнĕ.

Укçа-тенке пĕр-пĕрне парасси куçа-куçăн тĕл пулнă чухне пулса иртнĕ. Çирĕм çиччĕри арçын ултавçă инвесторпа тĕл пулма калаçса татăлнă, вĕсем автомобиль ăшĕнче килĕшÿ тунă, укçана пĕр алăран теприне панă. Ултавçă укçана ăнăçлă илсе куçран çухалнă. Арçыннăн инвестици счечĕ пурри те паллă пулнă, ун çинче мĕн чухлĕ укçа пурри те курăннă. Тупăш ÿссе пынă, анчах та кăшт вăхăт иртсен телефонри приложени ĕçлеми пулнă. Вăл техпулăшу пайне çырса янă, кунта ăна нимпе те пулăшайман. Хайĕн брокерĕпе çыхăнма хăтланса пăхнă, лешĕ те унпа çыхăнăва тухман.

Çакăн хыççăн арçын полици уйрăмне килсе çитнĕ. Ултавçа парса янă ипотека укçипе унăн хваттер туянмалла пулнă. Шел пулин те, çĕнĕ хваттер туянас вырăнне пысăк парăма кĕрсе ÿкнĕ. Хальхи вăхăтра РФ Уголовлă кодексăн 159-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пуçилле ĕç пуçарнă.

Пушкăртстан Республикин Шалти ĕçсен министерстви хăвăрăн паспорт, банк тата ытти  даннăйĕсене палламан çынна ан парăр тесе асăрхаттарать. Çак ĕçе куçа-куçăн тĕл пулса калаçсан та, телефон урлă та тума юрамасть. Чылай чухне вăл кăмăла пăсакан самант патне илсе çитерет. Хисеплĕ вулакансем, çакна яланах асра тытăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: