Çакăн пекех заявленипе вырăнти йĕрке хуралçисем патне Туймазă районĕнчи Райманово ялĕнчи 64 çулхи арçын килсе çитнĕ. Июнь уйăхĕн 11-мĕш кунĕнчен пуçласа шульăксем ăна хушма укçа ĕçлесе илме сĕнÿ парса шăнкăравла пуçланă. Пенсионер вунă кун хушши укçа виçи ÿссе пынине сăнанă. Вăл инвестици ĕçне пĕчĕк укçа виçинчен пуçлани, каярах ÿстерсе пыни паллă. Çапла майпа вăл суя брокерсене 700 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Вĕсенчен 290 пинне – кредит, 430 пин тенкине тус-пĕлĕшсенчен кивçен илнĕ. Унсăр пуçне хăйĕн 8 пин тенкĕ пулнă. Халĕ унăн кредит укçи те тÿлемелле, çынсенчен илнĕ парăма та тавăрса памалла. Паллах, арçын пĕр пусне те каялла тавăрайман, ултавçăсене пуйтарни çеç пулса тухнă.
Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви укçа-тенкĕпе асăрхануллă пулма ыйтать. Пĕлмен, палламан çынсене укçа шанса ан парăр! Инвестиципе çыхăннă ыйтусене специалистсемпе канашланă хыççăн çеç татса парăр. Асра тытăр, кĕске вăхăт хушшинче пысăк тупăш илесси ултавпа çыхăннă пулăм çеç вăл.
Юрий СНЕГОПАД.