Урал сасси
+15 °С
Дождь
Криминал
5 Декабря 2025, 12:00

Кĕвĕçекен арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ

Хĕрарăмăн чĕри юн нумай çухатнипе тапма чарăннă.

Кĕвĕçекен арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чиксе вĕлернĕКĕвĕçекен арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ
Кĕвĕçекен арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăма çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ

Иглинори районсем хушшинчи суд вырăнти арçын тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухса приговор йышăннă. Ăна тепĕр çыннăн сывлăхне ятарласа пысăк сиен кÿнĕ тата вилмеллех суранлатнă тесе айăпланă.

ПР поркуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи июнь уйăхĕнче арçынпа еркĕн хĕрарăм хушшинче кĕвĕçĕве пула харкашу пулса иртнĕ. Хутшăну вăхăтĕнчи кăмăлсăрлăха пула çиленсе ÿсĕр арçын хĕрарăма пĕççинчен çĕçĕпе чикнĕ. Суранланнă çын юн çухатнипе вырăнтах вилнĕ.

Арçын хайĕн айăпне йышăннă. Суд ăна 7 çуллăха ирĕксĕр хăварма приговор йышăннă. Малашне вăл çак вăхăта çирĕп режимлă юсав колонинче ирттерĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас