

Пăтăрмах Затон микрорайонта пулса иртнĕ. Дежурнăй пайне сыхлакан аптекăран хумхану сигналĕ килсе çитнĕ. Вырăна çийĕнчех полици экипажĕ килсе çитнĕ.
Ĕç-пуçа уçăмлатнă май провизор пулса иртни çинчен каласа панă. Вăл тавар туянакан ыйтнипе арçынна вăй кĕртекен эмеле сентре çинчен илсе касса патне илсе пынă. Çав вăхăтра арçын унран эмел коробкине туртса илнĕ те тухса кайнă. Сутăç хумхану кнопки çине пусса ĕлкĕрнĕ.
Усал шухăшлă çыннăн паллисене пĕлсен пакунлă çынсем çывăхри территорине тĕрĕслеме тытăннă. Каярах провизор сăнласа панă ориентирпа тÿр килекен арçынна тытса чарнă. Вăл маларах судпа айăпланман 25 çулхи Ĕпхÿре пурăнакан пулса тухнă. Калаçу вăхăтĕнче закона пăсакан хăй çак препарата ас тивсе пăхма шутланине, анчах та касса умĕнче черетре вăрах тăма именнине пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра арçынна полици ĕçченĕсен аллине панă, ĕç-пуçа малалла вĕсем пăхса тухĕç, кирлĕ пек пĕтĕмлетÿсем туса тивĕçлĕ йышăну тăвĕç.
Юрий СНЕГОПАД.