

Законлăха сыхлакан органсем пĕлтернĕ тăрăх, ултавçă-шульăк ятарлă техника хатĕрĕсемпе тата йышлă SIM-картăсемпе усă курнă. Çакă ăна закона пăсса компьютерсенче упранакан вăрттăн информацине пĕлме тата вĕсемпе хăйне кирлĕ пек усă курма май панă. Çапла майпа вăл Раççей Федерацин субъекчĕсенче пурăнакансем патне ултавлă шăнкăравсем тума пултарнă.
Çакăн пек техникăпа усă курса ултавçăсем номерсене ылмаштарса шăнкаравланă. Чееленсе ĕçлени аферистсене хăйсене банксенче тата патшалăх органĕсенче ĕçлекенсем пек кăтартма, çынсен шанăçне кĕме пулăшнă. Паллах, вĕсемшĕн укçа-тенкĕ вăрлама çул уçăлнă.
2026 çулхи февраль уйăхĕнче мошенник социаллă сетьсенчен пĕринче урăх çын ячĕпе илнĕ виртуаллă (чăн пурнăçра çук) карта туяннă. Унпа усă курса закона пăсса финанс операцийĕ ирттернĕ. Çапла майпа шульăксем укçа-тенке ăçта куçарнин йĕрне çухатма тăрăшнă.
Тытса чарнă çын хăй законлăха пăсса мĕнле ĕçсем тунине йышăннă. Ултавçă пурăнакан вырăнта ухтару ирттернĕ чухне компьютер техники, мобильлĕ телефонсем тата 450 яхăн тĕрлĕ çыхăну операторĕсен сим-карттисене туртса илнĕ.
Тытса чарнă çын тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексăн 187-мĕш статйин 6-мĕш пайĕпе, 274,4-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе тата 174,1 пайĕн 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна право йĕркине пăсса тÿлевсем тунăшăн, РФ законĕ ыйтнине пăхăнмасăр абонемент номерĕсене салатнăшăн айăплаççĕ.
Хальхи вăхăтра çамрăк преступнике тыткăнра тытаççĕ. Пакунлă çынсем правона хирĕç тунă ытти ĕçсене тата преступленин ытти схемисене тупса палăртас енĕпе мероприятисем ирттереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.