Урал сасси
+23 °С
Облачно
Криминал
10 Сентября , 15:10

Полици машинине вут чĕртнĕ арçынна терроризм ĕçĕ тунăшăн арестленĕ

Ăна ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕччен следстви изоляторĕнче хупса усрĕç.

Полици машинине вут чĕртнĕ арçынна терроризм ĕçĕ тунăшăн арестленĕПолици машинине вут чĕртнĕ арçынна терроризм ĕçĕ тунăшăн арестленĕ
Полици машинине вут чĕртнĕ арçынна терроризм ĕçĕ тунăшăн арестленĕ

Ку вăрă-хурахла ĕç Октябрьски хулинче пулса иртнĕ. Суд йышăнăвĕпе 1957 çулта çуралнă, çак хулара пурăнакан арçынна «Терроризмла ĕç йĕркеленĕшĕн» статьяпа айăплаççĕ.

ПР Шалти ĕçсен министерствин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче тăр кăнтăрла 35-мĕш микрорайонти çуртсен картишĕнче пулнă чухне вăл полици машини çине çунакан шĕвек сапнă та вут чĕртсе янă. Çавăн пекех сăтăрçă çак пулса иртнĕ криминаллă ĕçе хăйех телефон çине ÿкернĕ. Телее, вут-çулăм сывлăх енчен никама та сиен кÿмен.

Арçынна тытса чарнă, следстви ĕçĕсем туса ирттерме полици уйрăмне илсе çитернĕ. Унта вăл ăна мошенниксем 700 пин тенке улталани çинчен каласа панă, анчах та телефон аферисчĕсем çак укçана каялла тавăрса пама шантарнă, енчен те автомобиле çунтарас пулсан.

Хальхи вăхăтра следовательсем тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ, мĕнпур лару-тăрăва тишкереççĕ. Çак ĕçшĕн çÿлерех асăннă статьяпа 10 çултан пуçласа 20 çула çити ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас