Урал сасси
+8 °С
Облачно
Криминал
7 Октября , 05:10

Патшалăх вăрттăнлăхне уçса панăшăн полици ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă

Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин (ФСБ) Пушкăртстанри управленийĕ 1995 çулта çуралнă полици ĕçченĕ право йĕркине пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланакан хыпарсене ытти çынсене пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Патшалăх вăрттăнлăхне уçса панăшăн полици ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнăПатшалăх вăрттăнлăхне уçса панăшăн полици ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă
Патшалăх вăрттăнлăхне уçса панăшăн полици ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă

Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем 2024 çулта ПР Шалти ĕçсен министерствин оперуполномоченнăйĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан икĕ çынна шалти ĕçсен органĕнче ирттерекен оперативлă шырав тата оперативлă техника мероприятийĕсем çинчен пĕлтернине çиеле кăларнă. Çапла майпа ют çынсем пакунлисем  ятарлă операцие хатĕрленни, унăн тактика мелĕсем пирки пĕлсе тăнă. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, вăрттăнлăха салатни чăнлăхпа тÿр килет, çавăнпа та вăл патшалăх вăрттăнлăхне уçса пани пулса тухать. Хальхи вăхăтра йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ çынна ĕçрен хăтарнă.

Федераллă хăрушсăрлăх службин следстви уйрăмĕ ĕнерхи полици ĕçченĕ тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексăн 283-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе («Патшалăх вăрттăнлăхне уçса панăшăн»)  уголовлă ĕç пуçарнă. Преступлениллĕ пулăмсен мĕнпур саманчĕсене тĕпчесе пĕлес тĕллевпе следстви ĕçĕсем пыраççĕ.

Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби.

Автор:Юрий Михайлов