Урал сасси
+2 °С
Ясно
Криминал
9 Октября , 05:00

Ултавçă шăпине суд татса парĕ

 Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин (ФСБ) Пушкăртстанри управленийĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 1996 çулта çуралнă хĕрарăм закона хирĕçле ĕç тунине тупса палăртнă.  Вăл хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсене взятка пама тесе тепĕр çынран укçа илнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ултавçă шăпине суд татса парĕУлтавçă шăпине суд татса парĕ
Ултавçă шăпине суд татса парĕ

Оперативлă шырав мероприятийĕ вăхăтĕнче çакă паллă пулнă. Вырăнта пурăнакан хĕрарăм закона пăсса наркотик çаврăнашне йĕркеленĕ çыннăн амăшĕнчен айăплав статйине улăштарма пултарнине шантарса  (йĕрке хуралĕнче тăракансемпе калаçса татăлса) укçа илнĕ. Çав укçана вăл ФСБ ĕçченĕсене тата законлăха сыхлакан органсене пама палăртнă имĕш. Анчах та уголовлă ĕçе урăх çулпа яма май килменни малтанах паллă пулнă, мĕншĕн тесен пухнă материалсем айăпа кĕнĕ çыннăн айăпне туллин çирĕплетнĕ.

Наркотик сутакан çыннăн амăшĕ укçан пĕр пайне усал шухăшлă хĕрарăма  панă хыççăн вăл закона хирĕçле ĕç тунине ăнланса илнĕ, территоринчи хăрушсăрлăх органне çакăн çинче пĕлтерсе заявлени çырса панă. Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕн материалĕсене пăхса тухнă хыççăн регионти Следстви комитечĕ Ĕпхÿре пурăнакан 29 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодесĕн 159-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе («Ултавла ĕçшĕн») уголовлă ĕç пуçарнă.

Хальхи вăхăтра уголовлă тĕпчев ĕçĕсем вĕçленнĕ, ăна суда ярса панă. Çывăх вăхăтра суд хăйĕн йышăнăвне тăвĕ.

Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби.

Автор:Юрий Михайлов