Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
13 Октябрӗн 2022, 13:20

Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ

Тулли мар мобилизацине лекнĕ ентешсемпе çыхăнăва çухатас мар тесе паянхи кун тĕрлĕ шайра пулăшу акцийĕсем йĕркелеççĕ. Ватти те, вĕтти те çак ĕçрен пăрăнса юласшăн мар, патшалăх тытăмĕнчисем, влаçрисем, хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшаççĕ. Тепĕр чухне çак пулăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи «Пурте фронт валли, пурте çĕнтерÿ валли» текен чĕнĕве аса илтерет.

Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ
Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи шкулти педагогсен коллективĕпе вĕренекенсем çак пĕлÿ çуртĕнчен вĕренсе тухса мобилизаци витĕмĕпе çара кайнă салтаксене пулăшу пама ятарлă акци йеркеленĕ. Вĕсем чун-чĕререн хатĕрленĕ посылкăсем Пенза тата Саратов хулисене çитнĕ май, кашни боецăн чĕринче тăван кĕтес ăшшине çуратĕç, паттăрлăхпа хăйюллăх туйăмĕсене çирĕплетĕç, вăй-хал парĕç. Сăмах май, ялти шкула пĕтерсе мобилизацие лекнисенчен шучĕ 6 çынпа танлашать. Вĕсенчен тăваттăшне Авăркас районĕнчи, пĕрне Куюргазă районĕнчи тата теприне Çтерлĕ хулинчи çар комиссариачĕ урлă чĕнсе илнĕ.

Пархатарлă та сăваплă ĕçрен Андрей Алексеев директорпа вĕрентекенсемсĕр пуçне пĕр ача та айккинче юлман. Кам мĕнпе пултарнă çавăнпа пулăшма тăрăшнă. Çак пулăм пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Паллах, шланлăсем хăйсен тăван кĕтесĕн каччисем пурте ырă-сывă, çĕнтерÿпе каялла таврăнасса шанаççĕ.

Людмила МАРКИНА.

Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ
Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ
Шланлăсем хăйсен ентеш-салтакĕсене манмаççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: