Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Мобилизаци
15 Октябрӗн 2022, 13:35

Тулли мар мобилизаци икĕ эрне хушшинче вĕçленмелле

РФ Президенчĕ Владимир Путин тулли мар мобилизаци тепĕр икĕ эрнерен вĕçленессине пĕлтернĕ. Çакăн çинчен вăл Астана хулинче пресс-конференци вăхăтĕнче каланă.

Тулли мар мобилизаци икĕ эрне хушшинче вĕçленмелле
Тулли мар мобилизаци икĕ эрне хушшинче вĕçленмелле

Патшалăх пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне ятарлă çар операцине хутшăнма 222 пин çынна çара чĕнсе илнĕ. Вĕсенчен 33 пинĕшĕ подразделенисене çитсе вырнаçнă, 16 пин салтак çар çапăçăвĕн тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ. Оборона министертвинчен мобилизаци пирки нимĕнле çĕнĕ сĕнÿ те пулман, планпа та палăртман.

- Мобилизаци пирки нимĕнле хушма ĕç-пуç та палăртман. Вăл кирлех мар. Мобилизаци мероприятийĕсем çывăх вăхăтра, икĕ эрне хушшинче , вĕçленмелле тесе шутлатăп, - лару-тăрăва уçăмлатнă  Владимир Путин.

Çавăн пекех вăл Украина çарĕсемпе пирĕн çĕршывăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем тĕкĕнекен (соприкосновение) лини пĕр пин ытла çухрăма тăсăлнине палăртнă. Çавăнпа та çакăн пек вăрăм фронт линине сыхлама хĕсметре контрактпа çарта тăракансем çеç ĕлкерейменни, çавна пулах тулли мар мобилизаци ирттерме палăртнă пулни çинчен ăнлантарса панă РФ президенчĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: