Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
1 Ноябрӗн 2022, 11:20

Мобилизацие лекнĕ çынсене - налук çăмăллăхĕсем

Раççей Федерацин Правительстви РФ Президенчĕн 21.09.2022  647№ Указĕпе килĕшÿллĕн‚ тулли мар мобилизаци витĕмĕпе çар службине лекнĕ граждансене пурлăх налогĕсене тÿлессине  каяраха куçарнине çирĕплетнĕ.

Мобилизацие лекнĕ çынсене - налук çăмăллăхĕсем
Мобилизацие лекнĕ çынсене - налук çăмăллăхĕсем

Апла пулсан 2022 çулта мобилизацие лекнĕ гражданина 2022 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен парса татмалли налука тÿлеме кирлĕ мар. Асăннă çынсен транспорт, çĕр тата пурлăх налукĕсен парăмĕсем пулмаççĕ. Налук тÿлемелли çинчен пĕлтерекен хут мобилизацие лекнĕ çын çар службинчен хăтăлсан çеç килĕ. Налука çартан таврăннă хыççăн виççĕмĕш уйăхăн 28-мĕш числиччен тÿлесе татмалла пулĕ. Парăма йышăннă йĕркепе тата  пайăн-пайăн уйăхсерене пĕтĕм хисепĕн 1/6 пайне татма пулать.

Мобилизацие лекнĕ граждансен çăмăллăхĕсемпе усă курас тесен наук органĕсене тухмалла мар, кирлĕ информацие Раççей Оборона министерстви  хăй налук службине çитерĕ. Тулли мар мобилизацие лекмен граждансемшĕн 2021 çулхи налуксене тÿлемелли вăхăт улшăнмасть. Парăма 2022 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: