Пур хыпар та
Мобилизаци
21 Ноябрӗн 2022, 12:05

Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç

 Çак кунсенче автотехника, хĕлле тăхăнмалли тумтир, кашни кун кирлĕ пулакан вак-тĕвек,  кăмакасем, медикаментсем тиенĕ черетлĕ гуманитари колоннине Пушкăртстанри Пĕрлĕхлĕ логистика центрĕнчен Минигали Шаймуратов тата Александр Достовалов ячĕллĕ батальонсене ăсатĕç.

Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç
Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç

Асăннă пурлăха  фурăсем çине вырнаçтарĕç, внедорожниксем хăйсем тĕллĕн Украинăна каймĕç,  пулăшу  шанчăклăрах тата хăвăртрах çиттĕр тесе пурне те пысăк тиевлĕ автопоезда пухаççĕ. Апат-çимĕç, ăшă тумтир, квадрокоптерсем хушшинче икĕ хут купăс та куртăмăр, вĕсене Пушкăртстанри хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ батальона хутшăнакансем ыйтнă.

- «Башнефтегеофизика» компанине палăртса хăварас килет, вăл республикăри ытти предприятисем пекех пирĕн салтаксем валли УАЗ авомашинăсем, çав шутра  броняллă «Урал» автомашинăсем те уйăрнă. Çичĕ техника единицине Шаймуратов батальонне, улттăшне  Достовалов батальонне çитерĕпĕр. Çакăн евĕр пулăшу каналĕсем пĕрре çеç мар йĕркеленĕ.  Акă, Нефтекамск хулипе Чекмагуш районĕнчен мобилизацие лекнисем валли хатĕрленĕ пулăшу пирĕн колоннăна хутшăнчĕ. Халĕ гуманитари пулăшăвне пухмалли тата çитермелли вырăна централизацилерĕмĕр, - ăнлантарса парать Пушкăртстан пуçлăхĕн администраци ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев.

Колоннăсене йĕркеленĕ чух республикăран ятарлă çар операцине хутшăннă батальонсен нуши-сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Питĕрех те çĕнĕ пĕчĕк автомобиль техники кирлĕлĕхне. Салтаксем патне  аллă буржуйка кăмакасемпе генераторсем, çĕре  яхăн çывăрмалли михĕсем, оргтехникăпа канцеляри тата «Дортрансстрой» компани ыйтнипе Новосибирск хулинчен илсе килнĕ мини-экскаватора та çитерĕç.

Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç
Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç
Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç
Батальонсене техникăпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерĕç
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: