Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
25 Ноябрӗн 2022, 17:35

Дмитрий Песков çĕршывра пĕтĕмĕшле мобилизаци пулать текен сас-хура тĕрĕс маррине çирĕплетнĕ

Раççей президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Владимир Путинăн планĕпе çĕршывра пĕтĕмĕшле мобилизаци пулать текен сас-хурана хирĕçленĕ, вăл тĕрĕслĕхпе тÿр килменнине палăртнă. Çакăн пек хыпар хăш-пĕр массăлла информаци хатĕрĕсенче кун çути курнă иккен.

Дмитрий Песков çĕршывра пĕтĕмĕшле мобилизаци пулать текен сас-хура тĕрĕс маррине çирĕплетнĕ
Дмитрий Песков çĕршывра пĕтĕмĕшле мобилизаци пулать текен сас-хура тĕрĕс маррине çирĕплетнĕ

- Планпа çĕршывра мобилизаци иртересси пирки президент Федераллă Пуху патне уçă çырупа тухнă чухне пĕлтересси çинчен калакан информаци тĕрĕслĕхпе тÿр килмест, - тесе пĕлтернĕ  Дмитрий Песков «РИА Новостине».

Федераллă Пуху патне Владимир Путин уçă çырупа тухасси йалана кĕнĕ тăрăх, çулсерен çулталăк вĕçĕнче пулса иртет. Çак кун хальлĕхе паллă мар-ха.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: