Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
29 Ноябрӗн 2022, 16:55

Ятарлă çар операцине хутшăннисене транспорт налогĕнчен хăтарĕç

Ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйинчи çынсене транспорт налогĕнчен хăтарĕç.

Ятарлă çар операцине хутшăннисене транспорт налогĕнчен хăтарĕç
Ятарлă çар операцине хутшăннисене транспорт налогĕнчен хăтарĕç

Тивĕçлĕ саккуна регионти парламент депутачĕсем пĕр саслă пулса йышăннă, ăна республика пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ. Пушкăртстанра ятарлă çар операцине хутшăннисемпе вĕсен çемйинчи çынсем транспорт налукĕ тÿлемĕç.

Асăннă çăмăллăх пĕр транспорта пырса тивĕ. Ăна хăйсен ирĕкĕпе суйласа илме пултараççĕ. Налук тÿлевĕнчен хăтарнисен шутне çăмăл автомобильсене, çăк турттаракан автомобильсене, мотоциклсене е мотороллерсене, çав шутра пневматикăллă (самосвал, погрузчик, бульдозер тата ыт. те) тата гусеницăллă автомобильсене те кĕртĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: