Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
30 Ноябрӗн 2022, 17:30

Ятарлă çар операцинче тăшманăн БТРне вăрланă Пушкăртстан салтакĕ пулас салтаксене сĕнÿ панă

Татăшлă районĕнче çуралса ÿснĕ «Барс-17» батальон салтакĕ Фанис Хусаинов, ятарлă çар операцинче паттăрлăх кăтартнăскер, хăй вăрçăра пуласси çинчен ĕметленменни çинчен каласа панă. Вăл Ильгиз Султанмуратовăн телеграм-каналĕнче («Уршак) интервью панă.

Ятарлă çар операцинче тăшманăн БТРне вăрланă Пушкăртстан салтакĕ пулас салтаксене сĕнÿ панă
Ятарлă çар операцинче тăшманăн БТРне вăрланă Пушкăртстан салтакĕ пулас салтаксене сĕнÿ панă

Аса илтеретпĕр, сентябрь уйăхĕнче Фанис Хусаинов тăшманăн БТРне вăрласа тарнă. Паттăр салтак пĕччен Украина çарĕн темиçе çыннине хирĕç çапăçнă, хăшĕ-пĕрисене тĕп тунă, пĕрне тыткăна илнĕ. Унсăр пуçне Татăшлă каччи хăйĕн командирне ишĕлчĕксем айĕнчен кăларса вăрланă БТРпа госпитале илсе çитернĕ. Унăн паттăрлăхĕ пирки комикс та ÿкернĕ, унта ăна «Башньăсăр Фанис» («Безбашенный Фанис») тесе ят панă.

«Уршак» Фанис Хусаиновпа калаçнă май унран пулас салтаксем валли сĕнÿсем пама ыйтнă.

«Чи кирли позитивлă пулмалла, лайăххи çинчен çеç шутламалла. Урăх нимĕн те сĕнме пултараймастăп. Ун чухне хăюлăх та пулать. Çапăçу хирĕнче йĕри-тавра курса, сăнаса тăмалла тата юнашар шанчăклă юлташсем пулмалла» - тенĕ каччă.

Çавăн пекех Фанис Хусаинов çарта ентешсемпе çывăх пулни вăй панине палăртнă. Салтак каланă тăрăх, татăшлăсем яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ, кирек мĕнле ыйтăва та пĕрле татса параççĕ.

«Батальонсенчи салтаксен шыв, апат-çимĕç çук тесе сас-хура çÿрет. Çук, çакă тĕрĕс мар хыпар. Пирĕн пурте йĕркеллех. Эпĕ нихăçан та хăçан та пулсан вăрçăра пулатăп тесе шутламан та. Телевизорпа çĕнĕ хыпарсем пăхрăм, унтан çар комиссариатне кайрăм. Малтан мана унта илмерĕç. Манăн шухăшпа пире аннесем килте выртма çуратман тесе шутлатăп», - хăйĕн шалти туйăмĕсене пĕлтернĕ вăл.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: