Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
7 Декабрӗн 2022, 10:30

Ятарлă çар операцине хутшăннисене сертификатсемпе тивĕçтерĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйсен ирĕкĕпе тата тулли мар мобилизаци витĕмĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çавăн пекех вĕсен çемйисене, кил-çурта çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чухне тăкаксен пĕр пайне тавăрса памалли сертификатсемпе тивĕçтересси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăннисене сертификатсемпе тивĕçтерĕç
Ятарлă çар операцине хутшăннисене сертификатсемпе тивĕçтерĕç

Çак документа республикăн право информаци порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Çавăн пекех тăкаксен пĕр пайне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата çарти çапăçусен инваличĕсене, Пушкăртстанри РФ наци гварди салтакĕсене, сусăр ачаллă çемьесене, енчен те кашни çын пуçне шута илнĕ тупăш пурăнмалли минимум виçинчен сахалрах пулсан, çак категорине кĕрекен инвалидсемпе нумай ачаллă çемьесене тавăрса парĕç.
Ятарлă операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем ытти çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ.
Юрий НИКОЛАЕВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: