Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
8 Декабрӗн 2022, 16:06

Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă

Ĕнер, декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Кармаскалă районĕнчи Культура керменĕнче ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă Алексей Михайлов рядовойпа сывпуллашнă. Хăюллă салтака çар чысĕпе юлашки çула ăсатнă тесе пĕлтерет «Кармаскалинская Новь» хаçат.   

Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă

Контракт мелĕпе çар тивĕçне пурнăçланă ентешĕмĕрпе сывпуллашма официаллă çынсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, пĕр ялсем тата ыттисем те килсе çитнĕ.

 - Хам ятран, ПР Пуçлăхĕ Радий Хабировран, Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн мĕнпур депутат корпусĕнчен Алексей Родионович Михайловăн тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретĕп, çак пысăк хуйха чăтса ирттерме кăмăл çирĕплехĕ сунатăп. Паян Кармаскалă çĕрĕ çинче Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçине, чăн-чăн паттăра юлашки çула ăсататпăр. Вăл служба вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Командирсен тата пĕрле хĕсметре тăнă юлташĕсен хисепне тивĕçнĕ. Унăн паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшĕ, - палăртнă ПР Патшалăх Пухăвĕн- Курултайĕн председателĕн çумĕ Рустам Ахмадинуров депутат.

Рустем Маратович Алексей ашшĕне республикăн тата çĕршывăн чăн-чăн патриотне çитĕнтернĕшĕн, ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав тунă.

 - Шел, питĕ те шел. Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашать. Эпир паттăр салтака юлашки çула ăсататпăр. Алексей кăçал çу кунĕсенче контракта алă пусрĕ, ятарлă çар операци зонине кайрĕ, унтах паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хучĕ. Эпир ăна ялан асра тытăпăр, унăн тĕслĕхĕпе çитĕнекен ăрăва воспитани парăпăр. Ентешĕмĕрĕн ятне Кармаскалă салинчи Çĕнтерÿ паркĕнче асра хăвармалла тăвăпăр. Вăл вĕреннĕ шкулта асăну хăми вырнаçтарăпăр,  -  тенĕ район администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров.

Сывпуллашу церемонийĕнче Алексей Михайловпа çарта пĕрле тăнă Сергей Осипов старшина та тухса сăмах каланă. Вăл Алексей çапăçу вăхăтĕнче хăйне шеллемесĕр каялла чакакан юлташĕсене хÿтĕлеме тăрса юлнине палăртнă. Пулăшу киличчен позицирен чакман.

 - Алексей – ырă кăмăллă та пуçаруллă вĕренекенччĕ. Яланах пулăшма васкатчĕ. Тен, çавăнпа унăн юлташĕсем те нумайччĕ. Алексей, эпир сан сăнарна ĕмĕр асра тытăпăр, - тенĕ пухăннисем умĕнче Тинĕскÿл ялĕнчи шкул директорĕ Инга Кузьмина.

Тăванĕсен ятĕнчен Алексейăн аппăшĕ Мария Кузьмина тухса калаçнă.

 - Алексей мĕн пĕчĕкрен ашшĕне хуçалăх енĕпе пулăшатчĕ. Вăл - уçă кăмăллă, пурнăçа юратакан арçын ачаччĕ. Пысăк хуйха пирĕнпе пайланăшăн пурне те тав, - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне хĕрарăм.

Сывпуллашу вăхăтĕнче курсантсен наставникĕ Петр Иванов прапорщик та сăмах илнĕ:

 - Родион Михайловича Тăван çĕршывăн чăн патриотне çитĕнтернĕшĕн пысăк тав. Алексей - чăн-чăн паттăр. Эпир санпа мăнаçланатпăр, - тенĕ запасри мичман.

Пухăннисем салтака шăплăх минучĕпе хисеп тунă.

Алексей Михайлов 2001 çулхи январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Митриски (Дмитриевка) ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Вăл 11 çултах çурма тăлăх, амăшĕсĕр, тăрса юлнă. Арçын ача район тата шкул мероприятийĕсене хастар хутшăннă. Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта 9 класс пĕтерсен Адмирал Макаров ячĕллĕ Тинĕс тата юханшыв флочĕн патшалăх университечĕн Ĕпхÿри филиалне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, 2022 çулхи çу кунĕсенче, Раççейĕн Оборона министерствипе контракта алă пуснă. Радиочăрмав комплексĕн операторĕ пулса ĕçленĕ. Анчах, ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче каччă Донецк Халăх Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсенче вилмелле аманнă.

Эпир Алексей Михайловăн тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр. Вĕсене ĕмĕр тавăрайми çухатăва чăтса ирттерме кăмăл çирĕплĕхĕпе иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. 

Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Кармаскалă районĕ тата тепĕр паттăрпа сывпуллашнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: