Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
9 Декабрӗн 2022, 16:24

Пенси фончĕ ятарлă çар операцине хутшăннине шута илĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнни ĕç кĕнекинче курăнмĕ, анчах çак тапхăра Пенси фончĕ шута илĕ тесе пĕлтерет РФ ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министр Антон Котяков. Асăннă ыйтăва Закон проекчĕсен канашĕн президиум ларăвĕнче пăхса тухнă.

Пенси фончĕ ятарлă çар операцине хутшăннине шута илĕ
Пенси фончĕ ятарлă çар операцине хутшăннине шута илĕ

Пенси фондне ятарлă çар операцине хутшăннă факт мобилизацие лекнĕ тапхăра ĕç стажне кĕртнĕ чух кирлĕ пулĕ. Маларах пĕлтернĕ тăрăх, социаллă тÿлевсем пама йышăннă вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăннă тапхăра иккĕллĕ виçепе стажа кĕртĕç. Çакăн пирки  Михаил Мишустин каланă.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: