Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
12 Декабрӗн 2022, 16:05

Пушкăртстан çынни Украина президентне тыткăна илме шантарнă

Шаймуратов ячĕллĕ хăй ирĕкĕпе йĕркеленĕ батальонăн Толпан чĕнмелли ятлă салтакĕ Украина президентне Владимир Зеленские тыткăна илме шантарнă. Çакăн çинчен Пушкăртстан правительствин оперативлă канашлăвĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти ĕçтăвком ертÿçи Руслан Насретдинов каланă. Вăл Пушкăртстан салтакĕсене гуманитари пулăшăвĕ çитерни пирки тата çар операци иртекен çĕртен хыпарсем пĕлтернĕ.

Пушкăртстан çынни Украина президентне тыткăна илме шантарнă
Пушкăртстан çынни Украина президентне тыткăна илме шантарнă

- Толпан чĕнмелли ятпа çÿрекен салтак хăй тыткăна лекни çинчен суя хыпар çÿрени пирки пĕлтернĕ. Çапла, Толпан пĕр шелсĕр фашистсене хирет, Зеленские тыткăна илме шантарать, - каланă Руслан Насретдинов.

Çавăн пекех декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шаймуратов ячĕллĕ батальон салтакĕсем вăхăтлăха вырнаçнă çĕре гуманитари тиевĕн колонни çитнĕ. Салтаксене канма май панă, вĕсене тухтăрсем пăхнă, çав шутра стоматологсем те.

Гуманитари пулăшăвне  Пушкăртстантан мобилизаципе лекнĕ çар тивĕçне пурнăçлакан салтаксен полкне çитернĕ. Салтаксене автомобильсем, ăшă тумтир, апат-çимĕç, хуçалăх хатĕрĕсем панă.

Руслан Насретдинов Пушкăртстан салтакĕсем хастарлăх, профессионализм кăтартнине, пысăк авторитетлă пулнине хушса каланă. Сакăр вунă ытла салтака Раççей патшалăх наградисене пама йышăну тунă. Салтаксем хăйсене республика пулăшу панăшăн тав сăмахĕсем калаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: