Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
12 Апрелӗн 2023, 10:03

Ятарлă çар операцине хутшăнма Пушкăртстан мотострелоксен полкне йĕркелесшĕн

Пурăна-киле Пушкăртстанăн хăйĕн ятлă мотострелоксен полкĕ йĕркеленмелле. Çак пуçаруллă сĕнÿпе республика пуçлăхĕ патне хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленекен командăсем тухнă. Радий Хабиров çакна ырласа йышăннă, республика пур енчен те пулăшма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнма Пушкăртстан мотострелоксен полкне йĕркелесшĕн
Ятарлă çар операцине хутшăнма Пушкăртстан мотострелоксен полкне йĕркелесшĕн

-Эпир çак пуçарăва сăмахсăрах йышăнатпăр, хамăр енчен ăна йĕркелес ĕçпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма сăмах паратпăр. Пирĕнтен мĕн кирлĕ, çавăнпа пулăшăпăр. Полка ертсе пыма пултаракан çынсен кандитачĕсене те сĕнĕр, эпир кун пек чухне РФ Оборона министерствипе пĕр чĕлхе тупма пултаратпăр. Вĕсем çак ыйтăва татса панă чухне республика сĕннине шута илеççĕ. Çар комиссариачĕпе сывлăх сыхлав министерствин тата правительствăн çураçуллă та килĕшÿллĕ ĕçлемелле. Эпир асăннă ыйтăва кашни эрнерех тĕрĕслесе тăрăпăр. Ку, паллах, урăх шайри тĕллевсен шутне кĕрекен ыйту,- тенĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: