Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
26 Июнӗн 2023, 23:04

Пушкăртстанри мотострелоксен полкне йĕркелесе пĕтернĕ

Паян республикăн управлени центрĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕн тĕп подразделенийĕсене йĕркелесе пĕтерни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри мотострелоксен полкне йĕркелесе пĕтернĕ
Пушкăртстанри мотострелоксен полкне йĕркелесе пĕтернĕ

- Пушкăртстанăн хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ полк хатĕр. Июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир салтаксене ятарлă операцине кайма хатĕрлекен вырăнта çар ялавне паратпăр, - тенĕ Радий Хабиров.

Аса илтеретпĕр, «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕн подразделенийĕсене ăсатассипе çыхăннă церемони июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Советски площадĕнче пулса иртнĕччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: