Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
10 Августӑн 2023, 18:10

Радий Хабиров «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи çар çыннисемпе тĕл пулнă

Паян, август уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Самар облаçĕнчи çар ĕçне хăнăхмалли лапамра «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи боецсемпе тĕл пулнă. Полк вĕренÿ-хăнăху ĕçĕсене вĕçленĕ, ыран-паян ятарлă çар операцине тухса каймалла.

Радий Хабиров «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи çар çыннисемпе тĕл пулнă
Радий Хабиров «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи çар çыннисемпе тĕл пулнă

Регион ертÿçи салтаксемпе офицерсене умра тăракан çар тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлама тата тăван киле ырă-сывă таврăнма суннă.

- Эсир çăмăл мар, анчах та пĕлтерĕшлĕ тапхăра хыçа хăвартăр. Тепĕр хут вăрçăра кирлĕ самантсене аса илтĕр, хăнăхрăр. Юлташсен тĕревне туйрăр. Çаксем пурте сире çывăх вăхăтра кирлĕ пулĕç. Эсир хатĕрленнĕ вăхăтра республика сире валли экипировка хатĕрлерĕ, çар техникипе тĕрлĕ хатĕрсем пухрĕ. Вĕсен пĕр пайĕ подразделенисене çитнĕ, тепĕр пайĕ çывăх вăхăтра пулĕ. Эпĕ маларах та каланăччĕ, эсир çар тĕллевĕсене пурнăçланă вăхăтра Пушкăртстан сирĕн çинчен манмасть, яланах юнашар тăрĕ, - тенĕ Радий Хабиров.

Республика пуçлăхĕ полкăн командованине салтаксене çар ĕçне вĕрентсе хăнăхтарнăшăн тав тунă.

- Эпир тухăçлă ертсе пыракан коллектив йĕркеленнĕшĕн савăнатпăр. Роман Ильясович Мустафин -  çирĕп ыйтакан тата опытлă командир. Полк командованийĕ подразделенисене професси енчен çÿлти шайра ертсе пырасса, ачасен пурнăçне упрасса шанатăп. Салтаксене тепĕр хут асăрхаттаратăп, сирĕн сывлăхăр тата пурнăçăр пирĕншĕн, Пушкăртстаншăн чи хакли пулса тăрать. Паллах, сирĕн çемйĕрсене те манас çук, мĕнле пулăшу кирлĕ пулăшма тăрăшăпăр. Çар тивĕçне ăнăçлă пурнăçлама сунатăп. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, эсир тăван киле таврăнасса кĕтетпĕр. Еçлĕр, ачасем,- çирĕплетнĕ  Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех регион ертÿçи чи пултаруллă боецсене тата çар ĕçне хăнăхнă вăхăтра камăн çуралнă кун пулнă вĕсене парнесем парса чысланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: