Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
6 Ноябрӗн 2023, 12:30

Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хушнипе ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе тата мобилизаципе лекнĕ салтаксем валли 99-мĕш гуманитари пулăшăвне илсе çитернĕ. Асăннă пулăшăва хатĕрлес ĕçе патшалăх органĕсем, организацисемпе обществăлла пĕрлĕхсем, муниципаллă район администрацийĕсем, çавăн пекех çак пархатарлă ĕçшĕн чунĕпе çунакан уйрăм çынсем хутшăннă.

Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă
Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă

ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пулăшу çăкĕ шутне 24 автомобиль, квадроциклсем, прицелсем, тепловизорсем, рацисем, генераторсем, электричество хатĕрĕсем, хăмасемпе брусксем, квадрокоптерсем, кăмакасем, бензинпа ĕçлекен пăчăкăсем, боецсен тăванĕсен посылкисем тата ытти нумай япала кĕнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă
Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă
Пушкăртстан ятарлă çар операци зонине 99-мĕш пулăшу конвойĕ ăсатнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: