Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
2 Кӑрлач , 17:55

Пушкăртстнран ятарлă çар операцине хутшăнакансем ентешсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă

Пушкăртстнран ятарлă çар операцине хутшăнакансем республикăра пурăнакан ентешсене Çĕнĕ 2024 çул çитнĕ ятпа саламланă. Вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсене, мăшăрĕсене, ачисене пуç тăрринче таса та тÿлек тÿпе пуласса шанма суннă тата Çĕнтерÿ çывăх вăхăтра пуласса, ятарлă çар операцийĕ хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçласса палăртнă.

Пушкăртстнран ятарлă çар операцине хутшăнакансем ентешсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă
Пушкăртстнран ятарлă çар операцине хутшăнакансем ентешсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă

Маларах Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти политикипе ĕçлекен çумĕ Урал Кильсенбаев БСТ телеканалпа иртнĕ «Честно говоря» çулталăк вĕçĕнчи кăларăмра ятарлă çар операцин иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Вăл Раççейре ятарлă çар операцийĕ йĕркеленĕренпе обществăра пĕршухăшлăх тата патриотизм тени ÿссе пынине палăртнă. Çакна халăх хушшинчи сăнав çирĕплетет имĕш.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: