Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
1 Нарӑсӑн , 11:40

Тепĕр депутат хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн тата тепĕр депутачĕ ятарлă çар операци зонине кайма хирĕç марри çинчен пĕлтернĕ. Хальхинче фронт пурнăçне Яков Кугубаев суйласа илнĕ. Маларах нацистсене хирĕç çапăçу хирĕнче кĕрешме Пушкăртстан парламенчĕн депутачĕ Алексей Локотченко килĕшнĕ.

Тепĕр депутат хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă
Тепĕр депутат хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă

Арçынсем çакăн пек çул суйласа илни мăнаçлăх туйăмĕ çуратнине Патшалăх Пухăвĕн председателĕ  Константин Толкачев пытарман.

- Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, пирĕн çĕршывăн ирĕклĕхне тата ачасен пуласлăхне хÿтĕленине хисеплесе ырлатпăр. Ку чăн та арçынла тунă чăн-чăн патриотла утăм. Сире çар пурнăçĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хăват тата хăйюллăх сунатпăр. Нацистсене хăвăртрах çĕнтерсе тăван киле ырă-сывă таврăнмалла пултăр. Эпир сире яланах  пулăшма хатĕр, çакна ĕненсе тăрăр, - тенĕ парламент ертÿçи.

Çавăн пекех ятарлă çар операци зонине депутатсемпе пĕрле вĕсен пулăшаканĕсем те каяççĕ. Пушкăртстан парламентĕнче Алексей Локотченкăпа Яков Кугубаев гуманитари миссийĕпе пĕрре мар Донбасра пулнине, фронт умĕнхи линире мĕн пулса иртнине хăйсен куçĕпе курнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн вĕсем ятарлă çар операцинчи хамăрăн ентешсемпе пĕрле Тăван çĕршыва хÿтĕлеме шут тытнă.

Хальхи вăхăтра ĕнерхи «халăх тарçисем» хатĕрлев центрĕнче çар ĕçне хăнăхаççĕ. Ятарлă çар операци зонине вĕсем февраль уйăхĕн пĕрремĕш çурринче ярса пусĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: