Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Мобилизаци
3 Нарӑсӑн , 16:20

Медицина ĕçченĕ упăшки хыççăн ятарлă çар операцине тухса кайнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕрарăм мобилизацине лекнĕ упăшки хыççăн çар операци зонине тухса кайма кăмăл тунă. Унăн çарти хушма ячĕ (позывной) «Тăри» («Жаворонок») тесе пĕлтернĕ тĕп хулари Ленин район администрациĕн ертÿçи Олег Котов.

Медицина ĕçченĕ упăшки хыççăн ятарлă çар операцине тухса кайнă
Медицина ĕçченĕ упăшки хыççăн ятарлă çар операцине тухса кайнă

Медицина ĕçченĕ ятарлă çар операцинче 2022 çултанпа хутшăнать. Малтан ĕçлĕ командировкăра пулнă май Красный Лучри боецсемпе вырăнти çынсене пулăшнă. Каярах хĕрарăм оборона ведомствипе контракт алă пусса çирĕплетнĕ. Хăйĕн ĕçтешĕсемпе вăл малти линире пулать, çапăçу хирĕнче аманнă çынсене пулăшма васкать, çапла майпа çынсен пурнăçне çăлса хăварать.

Çакăн пек паттăр хĕрарăмсем татах та пур. Сăмахран, «Шеф» хушма ятпа «Пушкăртстан» полкĕнчи Ахмет Давлетов ячĕллĕ медицина роттинче повар пулса тепĕр паттăр пике хĕсметре тăрать. Вăл та ăшă та кăмăллă сăмахсене тивĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: