Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
29 Июнӗн 2023, 17:10

Ачасем çине вĕлле хурчĕсем тапăннă: тухтăрсем 465 яхăн сăнă кăларнă

Июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Ахмерово ялĕнче икĕ пĕр тăван ашшĕ-амăшĕсĕр вăрман уçланкине кайнă. Унта вĕсем çине вĕлле хурчĕн йышĕ тапăннă.

Ачасем çине вĕлле хурчĕсем тапăннă: тухтăрсем 465 яхăн сăнă кăларнă
Ачасем çине вĕлле хурчĕсем тапăннă: тухтăрсем 465 яхăн сăнă кăларнă

Вĕсем ачасене сăхса пĕтернĕ. Сакăр çулхи шăллĕ тарса ĕлкĕрнĕ, килне çитсен вĕсемпе мĕн пулса иртни, аслă пиччĕшĕ вăрманта тăрса юлни пирки аслисене каласа панă. Ачасен ашшĕ тата тетĕшĕ ачана пулăшма васканă.

Инкек куракансене ялти медицина пунктне илсе çитернĕ, вĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă. Çакăн хыççăн ачасене Çтерлĕ хулинчи ача-пăча больницин реанимаци уйрăмне ăсатнă.

 - Пирĕн команда професси енчен ăста тата опытлă пулни, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен Григорий Максимович Саарян вăхăтра пулăшу пани пĕр тăвансен пурнăçĕсене çăлса хăварнă, - тенĕ медицина учрежденийĕн пресс-служби.  – Реанимаци уйрăмĕнче ачасен ÿчĕсен уçă пайĕсенчен – алли-урисенчен, ури тĕпĕсенчен, пичĕсенчен, хăлхисемпе пуçĕсенчен – 465 яхăн сăнă кăларнă.

Халĕ ачасене тухтăрсем сăнаççĕ. Телее, сывлăхĕсем лайăхланаççĕ, хăрушлăх çук.

  –  Хуртсем мĕншĕн ачасене тапăннине, унччен маларах мĕн пулса иртнине  тĕпчемелле. Вĕсем вăй-хал енчен çирĕпленсен лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе калаçу ирттерĕпĕр. Пĕтĕмĕшле каласан, хуртсенчен сыхланăр. Мĕншĕн вĕлле хурчĕсем вăрманта пулнине пĕлместĕп. Тен, нектар пухнă. Мĕншĕн вĕсем ачасене тапăнни пирки те татса калама йывăр. Кунта уйрăм сăхни пирки кăна сăмах пымасть. Паллах, ачасен уçăлса çÿремелле, урама тухмалла. Анчах вăрмана аслисемпе çеç каймалла. Телее, асăннă пăтăрмах хурлăхпа вĕçленмерĕ. Арçын ачасен организмне хурт наркăмăшĕ лекнĕ пулин те вĕсем чире каймарĕç. Вĕсен сывлăхĕсем стабильлĕ  –  пĕлтерĕшлĕ клиника паллисемсĕр,  –   ăнлантарса панă Григорий Саарян.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: