Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
3 Июлӗн 2023, 14:21

Упасем çынсем çине тапăннă тĕслĕхсем нумайланнă

2023 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче 11-12 сехетсенче Ишимбай районĕн Торгаска хутортан 400 метрта упа кăмпа пуçтаракан çын çине тапăннă.

Упасем çынсем çине тапăннă тĕслĕхсем нумайланнă
Упасем çынсем çине тапăннă тĕслĕхсем нумайланнă

Кăмпаçăн  пуçне тата çурăмне суранлатнă хыççăн упа вырăнтан тарнă. Хур курнă çын килне таврăнса çитме,  васкавлă пулăшу чĕнтерме тата тăванĕсем пулăшнипе Скворчиха ялне çитме мехел çитернĕ. Арçынна медицина пулăшăвĕпе  тивĕçтернĕ.

Инкек вырăнне Ишимбай районĕн Раççей ШĔМ полицейскийĕсем, сунар надзорĕн инспекторĕ, Ишимбай районĕпе хулин сунарçăсен  пĕрлĕхĕн егерĕсем пăхса тухнă. Вăрманта тискер чĕр чунпа çын хушшинче  пулса иртнĕ тытăçу вырăнне, карçынкка тата кухньăра усă куракан çĕççе асăрханă. Специалистсем каланă тăрăх, упа çын çине хăй тапăннă пулсан этем сывă юлаймĕччĕ. Ахăртнех, кăмпаçăпа тискер чĕр чун ăнсăртран пĕр-пĕринпе тĕл пулнă.

Белорецк районĕнчи Азикеевский ял Канашне кĕрекен Ахмерова ялĕ çывăхĕнче те чапрас ура юланутпа пыракан çын çине тапăннă. Лаша çине утланнă арçын лашасем шыранă. Кĕтÿçĕ тапăнакан упаран ял еннелле тарма ĕлкĕрнĕ. Утаман пĕр самант юланатçă хыççăн чупнă, кайран вăрмана таврăннă. Упасен шутне йĕркелес тесе Ахмерово ялĕн çыннисене хăратакан чĕр чуна сунар вăхăтĕнче персе вĕлернĕ. Вăл 4-5 çулхи, 120 килограмм таякан  упа аçи пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: