- Тăхăр çын путса вилнĕ, иккĕшне хăтарма пултарнă, - тесе пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче. - Кашни пăтăрмахпа оперативлă тĕпчев мероприятийĕсем ирттереççĕ. Куракансем каланă тăрăх, вилнисем спирт шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме юраман вырăнсенче каннă.
Çăлавçăсем çынсене шыва кĕме ирĕк панă вырăнсенче кăна канма хистеççĕ.
- Шыва кĕрес умĕн хăватлă шĕвек ĕçсе хăвăршăн хăрушлăх кăларса ан тăратăр. Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр, - пĕтĕмлетсе каланă регионти Инкеклĕ лару-тăру министерствинче.
Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи 2004 çулта çуралнă çамрăк путса вилнĕ. Унăн юлташĕ ăна хăтарасшăн тăрăшнă, анчах та вăйĕ çитмен.
Çав кунах Дюртюли районĕнчи Асяново ялĕ çывăхĕнчи Куваш юхан шывра 8 çулхи ача путса вилнĕ.