Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
17 Августӑн 2023, 14:55

Çил çуртсен тăррисене илсе кайнă

Ĕнер, каçхине, Пушкăртстанра вăйлă çил темиçе çуртăн тăррине илсе пăрахнă. Раççейĕн Инкеклĕ  лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çут çанталăк ахăрса кайнине пула Благовар районĕнчи Языково ялĕнчи çуртсен тăррисене илсе пăрахнă.

Çил çуртсен тăррисене илсе кайнă
Çил çуртсен тăррисене илсе кайнă

Ведомство информацийĕпе килĕшÿллĕн Благовар тĕп район больници, «Россгострахăн» икĕ хутлă  тата икĕ хутлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем çил-тăвăла пула сиен курнă.

Телее, никам та аманман. Начар çанталăк муниципалитет ĕçĕ çине витĕм кÿмен. Вырăнта инкеклĕ лару-тăрусем çинчен асăрхаттаракан тата вĕсене тĕп тăвакан пĕрлĕхлĕ патшалăх системин ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Пăтăрмаха Раççейĕн Инкеклĕ  лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕ тĕрĕслесе тăрать.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: