Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
6 Сентябрӗн 2023, 10:20

Ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче 14 çулхи ача вилнĕ

Кармаскалă районĕнче ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче Çĕнĕ Киешки ялĕнче пурăнакан 14 çулхи ача вилнĕ.

Ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче 14 çулхи ача вилнĕ
Ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче 14 çулхи ача вилнĕ

Çул-йĕр инкекĕ сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче, 18 сехет тĕлне, ялтан инçех мар вырăнта сиксе тухнă тесе пĕлтернĕ республикăри патшалăх автоинспекцийĕнче.

Полици ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, çамрăк ача ыйтмасăр-тумасăр ашшĕ-амăшĕн «десятка» маркăллă машинине илнĕ, юлташĕпе ярăнма кайнă. Темле-тĕр сăлтава пула тимĕр ут кювета çаврăнса ÿкнĕ, водитель йывăр сурансене пула вилнĕ, пассажира медицина ĕçченĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.

Ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче 14 çулхи ача вилнĕ
Ашшĕ-амăш машинин рулĕ умĕнче 14 çулхи ача вилнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: