Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
7 Сентябрӗн 2023, 11:00

18 çулхи каччă савнийĕпе тĕл пулас тесе автомобиль вăрланă

Çтерлĕ хулинче пурăнакан 18 çулхи каччă савнă хĕрĕпе тĕл пулас тĕллевпе преступлениллĕ ĕç тунă.

18 çулхи каччă савнийĕпе тĕл пулас тесе автомобиль вăрланă
18 çулхи каччă савнийĕпе тĕл пулас тесе автомобиль вăрланă

Каччă шухăшланине пурнăçа кĕртес тесе çул çитмен арçын ачасемпе автомобиль вăрлама шут тытнă. Çамрăксене ВАЗ-2105 маркăллă автомобиле хускатса кайма кÿршĕри кварталта вырнаçнă ВАЗ-2106 çăмăл машинăран аккумулятор батарейине вăрлама тÿр килнĕ. Аккумулятора хывнă, ăна тепĕр машина çине куçарса лартнă хыççăн усал шухăшлă каччăсем автомобиле хускатнă. Унтан Авăркас районĕнче пурăнакан хĕр патне çул тытнă.

Тепĕр кунхине Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Çтерлĕ хулинчи управленин дежурнăй чаçне ВАЗ-2105 автомобиле вăрласа кайнă пирки хыпар килсе çитнĕ. Заявлени çыраканăн сăмахĕсем тăрăх, машинăна çĕрлехи вăхăтра Коммунистическая урамран вăрланă.

Полицин тулашри мĕнпур службисене, çавăн пекех çывăхри районсене вăрласа кайнă автомобилĕн даннăйĕсене пĕлтернĕ. Авăркас районĕнчи патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем Наумьел ялĕнчи Ударная урамра вăрланă автомобиле асăрханă, ăна тытса чарнă.

Халĕ йĕрке хуралçисем «Вăрланă» тата «Преступлениллĕ ĕçе пурнăçлама çул çитмен ачасене явăçтарнă» статьясемпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: