Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
10 Сентябрӗн 2023, 15:55

Упа кĕтÿри ĕне çине тапăннă

Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Мелеуз районĕнчи Сергеевка ялĕ çывăхĕнче упа чутах кĕтÿре çÿрекен ĕнене туртса çурман. Тискер чĕрчун килти выльăх çине тапăннине курса тăракансем  çак хăрушă пулăма камера çине ÿкернĕ. Видеона «Манăн Ĕпхÿ» («Моя Уфа») телеграм-каналта вырнаçтарнă.

Упа кĕтÿри ĕне çине тапăннă
Упа кĕтÿри ĕне çине тапăннă

Ялти кĕтÿçсем кĕтÿ кĕтнĕ пулнă. Тахăш самантра вăрмантан упа килсе тухнă та пĕр ĕне çине тапăннă. Арçын кĕтмен «хăнана» хăратас тесе автомобиль ăшĕнчен  сигнал пама тата кăшкăрма пуçланă. Утаман йывăçсем хушшине кĕрсе кайма пуçласан автомобиль ăшĕнчен тухса ăна вăйлăрах хăратма тытăннă. Çав вăхăтра вăрман ăшĕнче тискер чĕрчун мĕкĕрни илтĕннĕ. Телее, инкеке лекнĕ ĕне сывă юлнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: