Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
13 Сентябрӗн 2023, 17:10

Аслă çул çинче упана таптанă

Кугарчă районĕнче упана вилмеллех çапса хăварнă.

Аслă çул çинче упана таптанă
Аслă çул çинче упана таптанă

ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ  пĕлтернĕ тăрăх, авари ĕнер каçхине Ибраево ялĕ çывăхĕнче Магнитогорск-Ира автомобиль çулăн 351 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Малтанхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн 30 çулхи Ĕпхÿ çынни (вăл «ГАЗ Некст» çăк турттаракан автомобиль рулĕ умĕнче ларнă) çул çине кĕтмен çĕртен сиксе тухнă чĕр чун çине пырса çапăннă.

 - Чĕр чун вырăнтах вилнĕ. Грузовик механика енчен пăсăлнă. Водитель суранланман. Халĕ пулса иртнин лару-тăрăвĕпе сăлтавне тĕпчеççĕ,  - тенĕ ведомствăра.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: