Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
21 Сентябрӗн 2023, 14:10

Вун пилĕк çулхи хĕр ача чылай вăхăт ура туни протезне илме пултарайман

Ишимбайри районсем хушшинчи прокуратура сывлăх сыхлав сферинче закона епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. ПР прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, реабилитаципе çыхăннă уйрăм программăпа килĕшÿллĕн  15 çулхи хĕр ачана ура туни протезĕ кирлине палăртнă.

Вун пилĕк çулхи хĕр ача чылай вăхăт ура туни протезне илме пултарайман
Вун пилĕк çулхи хĕр ача чылай вăхăт ура туни протезне илме пултарайман

Çакна шута илсе 2022 çулхи август уйăхĕнче ача представителĕ РФ Пенси тата социаллă страхлав фончĕн регионти уйрăмне заявлени çырса пулăшу ыйтнă.

 - Шаннă орган закона хирĕç пулса чылай вăхăт çул çитмен ачана реабилитаци валли кирлĕ техника хатĕрĕпе тивĕçтермен. Çавăнпа прокурор иск заявленине суда ярса панă. Суд ыйтнине тулли калăпăшпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 50 пин тенкĕ компенсаци тÿлеттермелле тунă,  - ăнлантарса панă ведомствăра.

Суд йышăнăвне епле пурнăçланине прокуратура тĕрĕслĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: