Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
6 Ноябрӗн 2023, 13:20

Ĕпхÿре виççĕри хĕр ачан пуçĕ пукан хыçĕнче хĕсĕнсе ларнă

Ĕпхÿ çăлавçисем виçĕ çулти хĕр ачана, пукан хыçне пуçĕпе хĕсĕнсе ларнăскере, пулăшу панă.

Ĕпхÿре виççĕри хĕр ачан пуçĕ пукан хыçĕнче хĕсĕнсе ларнă
Ĕпхÿре виççĕри хĕр ачан пуçĕ пукан хыçĕнче хĕсĕнсе ларнă

«Малтан ачана амăшĕ хăй тĕллĕн «тыткăнран» хăтарма хăтланса пăхнă, анчах та çак ĕçе вĕçне çитереймен. Çавна пула хĕрарăм васкалă пулăшу службине шăнкăравланă. Шыравпа çăлав отрячĕ вырăна килсе çитнĕ, икĕ минут хушшинче шăпăрлана ирĕке кăларнă. Вĕсем пуканăн пĕр пайне касса илнĕ те пĕчĕкскере амăшĕн аллине панă. Хĕр ачана медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман», - тесе пĕлтернĕ хулари граждала хÿтĕлев управленийĕн пресс-службинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: