Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
9 Декабрӗн 2023, 15:25

Пушарта 12 ачана çăлса хăварнă

Ĕпхÿри Орджоникидзе урамĕнчи пĕр пурăнмалли çуртра пушар тухнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнче.  Çăлавçăсен кăтартăвĕсем тăрăх, пушар сÿнтерекен служба ĕçченĕсем инкек вырăнне хăвăрт килсе çитнĕ, вут-çулăма юнашарти хваттерсем çине сиксе ÿкме паман.

Пушарта 12 ачана çăлса хăварнă
Пушарта 12 ачана çăлса хăварнă

Пушар вырăнĕнчен 36 кунта пурăнакан çынна çăлса хăварма тÿр килнĕ, çав шутра 12 ача пулнă. Утмăл тăватă çын вара вут-çулăм тыткăнĕнчен хăйсем тĕллĕн тухма пултарнă.

Пушар вăхăтĕнче 54 çулхи арçын хĕн курнă. Ăна тухтăрсем пăхса тĕрĕсленĕ, пулăшу панă, анчах та вăл сывлăх сыхлав учрежденинче сипленме  килĕшмен. Халĕ пулса иртнĕ лару-тăрăва уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: