Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
23 Кӑрлач , 17:20

Радий Хабиров Елена Прочаковская тавра пулса иртнĕ пăтăрмах çинче чарăнса тăнă

Январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пушкăртстан пуçлăхĕн администрацинчи управлени ертÿçине Елена Прочаковскаяна Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче йĕрке хуралçисем  тытса чарнă. Ăна ĕç вырăнĕпе усă курса (ку ĕç 2017 çулта пулнă) улталанăшăн (мошенничество) айăплаççĕ.

Радий Хабиров Елена Прочаковская тавра пулса иртнĕ пăтăрмах çинче чарăнса тăнă
Радий Хабиров Елена Прочаковская тавра пулса иртнĕ пăтăрмах çинче чарăнса тăнă

Паян регион ертÿçи Радий Хабиров Ĕпхÿри Пичет çуртĕнче республикăри пичет тата электронлă массăлла информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулнă чухне унпа пулса иртнĕ саманта хак панă.

Вăл право енчен илсе ПР Пуçлăхĕн социаллă коммуникаци управлени ертÿçин уголовлă ĕçĕ çинче чарăнса тăман, ытларах унăн паха енĕсене палăртнă. Радий Хабиров вăл уншăн çывăх ĕçтеш тата этеплĕ (порядочный) çын пулнине çирĕплетнĕ.

- Манăн сăмахсем те çитмеççĕ, çавăнпа та нимĕнле комментари те параймастăп. Елена Анатольевна этеплĕ çын тесе çеç калама пултаратăп. Эпĕ унăн пурнăçĕнчи укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсене те ăнланатăп: амăшĕ чирлет, çитĕнсе çитнĕ хĕрĕпе мăнукĕсене май çитнĕ таран пулăшать. Манăн пуçра çак пулăм пирки тĕрлĕ шухăш çуралать. Атьăр мĕнле йышăну тунине кĕтсе илер. Ман шутпа пурте хăйĕн вырăнне лармалла. Эсир пĕр япалана ăнланăр, кирек мĕнле пулсан та вăл маншăн çывăх ĕçтеш, профессионал тата этеплĕ çын пулса юлать, - тенĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: