Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
26 Кӑрлач , 12:55

Ĕпхÿ хулинче автомобиль водителĕ йывăçа пырса çапăннă…

Ĕпхÿ хулинчи Орджоникидзе районĕн патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем çул-йĕр çинчи инкеке пула çын вилнĕ пулăма уçăмлатаççĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, «Nissan X-Trail» рулĕ умĕнче ларса пыракан 58 çулхи водитель хăйĕн хурçă утне ÿпĕнтернĕ хыççăн йывăçа пырса çапăннă. Арçын Благовещенск хулине кайма тухни паллă пулнă.

Ĕпхÿ хулинче автомобиль водителĕ йывăçа пырса çапăннă…
Ĕпхÿ хулинче автомобиль водителĕ йывăçа пырса çапăннă…

Пăтăрмаха пула васкавлă пулăшу килсе çитиччен водителĕн чĕри тапма чарăннă. Халĕ пакунлă çынсем пулса иртнĕ лару-тăрăва хак параççĕ.

Маларах Ĕпхÿре хĕрарăм водитель çул урлă çуран каçмалли вырăнта арçын ачана çапса кайнă та инкек пулнă вырăнтан тарса çухалнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: