Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
31 Кӑрлач , 09:35

Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ

Чишма районĕнче пурăнакан пĕр çемьене иккĕмĕш хут травматика пистолетĕнчен персе сиенлетнĕ. Пĕрремĕш хут пăтăрмах темиçе çул каялла пулса иртнĕ. Ун чухне Ĕпхÿре пурăнакан Наиль юлташĕсемпе килсе Шингак- куль ялĕнче çемье пуçлăхне пенĕ. Сăлтавĕ çурта вут тĕртсе çунтарса яма хăтланнăшăн пулнă имĕш.

Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ

Хальхинче Наиль Вадим тусĕпе, пулса иртнĕ кÿренĕве манаймасăр, тепĕр хут килсе çитнĕ. Кил хуçине, Максима, тата унăн Зиля мăшăрне ачисен умĕнче травматика пистолетĕнчен пенĕ. Телее шăпăрлансене (вĕсем 1 тата 3 çулта) нимĕн те пулман. Ачасен ашшĕ тытăçу вăхăтĕнче хурахсенчен пĕрин сăмсине çапса хуçма ĕлкĕрнĕ. Ун хыççăн хуçасене тата пĕр хурахне больницăна ăсатмалла пулса тухнă.

Хальхи вăхăтра йĕрке хуралçисем пулса иртнĕ пăтăрмаха уголовлă процесуаллă кодекса пăхăнса уçăмлатма тытăннă. Тытăçу вăхăтĕнче кам суранланнă вĕсем судпа медицина экспертизи витĕр иртнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кил-çуртри пурлăха сиен кÿнин виçине те шута илĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Пушкăртстанри çемьене травматика пистолетĕнчен пенĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: