Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
15 Мартӑн , 11:45

Пыра ларнă шăмăсене кăларнă

Ишимбайри тĕп район больницине 85 çулхи пациента çăтма йывăр диагнозпа илсе килнĕ. Ватă çын пĕлтернĕ тăрăх, апачĕ анми пулнă, пырĕ ыратнă.

Пыра ларнă шăмăсене кăларнă
Пыра ларнă шăмăсене кăларнă

- Тухтăрсем рентгенологи тĕпчевĕ ирттернĕ, пациента эндоскопи процедури иртме янă. Шăпах çав вăхăтра ют япаласене – вĕçлĕ шăмăсем – асăрханă та. Вĕсене эндоскопи мелĕпе кăларнă. Ют япаласем пыра сиен кÿнине, пыр шыçнине шута илсе пациента хирурги уйрăмне хума йышăннă. Тухтăрсем йывăрлăхсем сиксе ан тухчăр тесе сăнаса тăрĕç, - пĕлтернĕ больница пресс-служби.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: